Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ӗҫ вырӑнӗсем

Экономика

Ют ҫӗршыв ҫыннисене ӗҫе илнине тишкерсе республикӑра ҫулсерен пӗтӗмлетеҫҫӗ иккен. Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре 176 предприяти-организацире ют ҫӗршыв ҫыннисем 570-ӑн ӗҫлеҫҫӗ иккен. Вӗсенчен ҫуррине яхӑнӗ (47,2 проценчӗ) тирпейлекен отрасльте тар тӑкать-мӗн. Сӑмах май, маларах асӑннӑ йышран 100 ытла ҫын трактор тӑвакан савутра вӑй хурать. Суту-илӳре тӑрӑшакансем — мӗнпур йышӑн 16 проценчӗ, 11 проценчӗ — строительствӑра, 4,7 проценчӗ — ял тата вӑрман хуҫалӑхӗсенче, 1,8 проценчӗ — транспорт отраслӗнче. Урӑх енпе тӑрӑшакансем те пур.

Пирӗн патра тӗпленнисенчен 64,9 проценчӗ — Узбекистан ҫыннисем, 10,9 проценчӗ — Таджикистанран, 9,2 проценчӗ — Арменинчен, 5,5 проценчӗ — Украинӑран. Ытти ҫӗршыв ҫыннисем те пур паллах. Ют ӗҫртен килнисен хушшинче обрубщиксем, поварсем, пулӑшуҫӑ-рабочисем, штукатурсем, формовщиксем, каменщиксем, грузчиксем, ҫӗвӗҫсем тата ыттисем пур. Маларах асӑннӑ цифрӑсем официаллӑ ҫӑлкуҫ пӗлтерни тӑрӑх. Вӑрттӑн ӗҫлеттерекенсемпе ӗҫлекенсем те, ахӑртнех, ҫук мар-тӑр…

 

Чӑваш Енре сусӑрсем валли тата тепӗр 2,2 пин ӗҫ вырӑнӗ туса памалла. 100 ҫынтан сахалрах тӑрӑшакан предприятисенче мӗнпур ӗҫ вырӑнӗнчен 1,5 процентне сусӑрсене вырнаҫтармалла. Ҫапла йышӑннӑ республикӑн ӗнерхи правительство ларӑвӗнче. Ку йышӑну 35 ҫынтан пуҫласа 100 ҫын таран ӗҫлекеннисене пырса тивӗ.

Ларура Чӑваш Ен Элтеперӗ пуҫлӑхсем сусӑрсене ӗҫрен хӑтарма пӑхнӑ тӗслӗхсем тӗл пулмаҫҫӗ-и тесе кӑсӑкланнӑ. Ӗҫпе тивӗҫтерекен службӑн пуҫлӑхӗ Сергей Дмитриев ӗнентернӗ тӑрӑх, ун пек тӗслӗхсем сайра-хутра кӑна тӗл пулаҫҫӗ иккен.

100 ҫын ытларах ӗҫлекеннисенче сусӑрсем валли 2 проценчӗ валли квота туса памалла.

Пӗтӗмпе вара Чӑваш Енре 92 пин ытла сусӑр пурӑнать, вӗсенчен 30,3 пинӗ — 16–60 ҫултисем иккен. Ӗҫлеме пултаракан сусӑрсем 10 пин ытларах-мӗн, вӗсенчен хальлӗхе 5,5 пинӗ ӗҫлет.

 

Тӗрӗссипе вӗсем кӑна мар-ха. Тата ӑна-кӑна илсе паракан (сӑмах подсобниксем пирки пырать) рабочисем, грузчиксем, слесарьсем, токарьсем тата, кирек ӑҫти пекех, сутуҫӑсем кирлӗ. Кун пирки район администрацийӗн официаллӑ сайтӗнче пӗлтерни тӑрӑх ӑнланма пулать.

Пысӑкрах шайри специалистсем валли вырӑн вара сайрарах тупӑнать. Ҫапах та вӑл тӑрӑхри предприятисем инженерсем, конструкторсем, тӗрлӗ профильлӗ ытти хӑш-пӗр специалист шыранине пӗлтеркелеҫҫӗ-мӗн.

Район администрацийӗн официаллӑ сайтӗнче уйрӑмах кирлӗ специальноҫсене кӑтартни тӑрӑх хакласан, улатӑрсене 27 врач, 11 инженер, 13 водитель, 60 ҫӗвӗҫ, 18 каменщик, 26 сутуҫӑ, 36 подсобнӑй рабочи кирлӗ.

 

Всеволод Агаков
Всеволод Агаков

И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне ертсе пыракан Всеволод Агаков ӗҫрен каять. Ҫитес ҫулхи кӑрлачра вӑл 65 ҫул тултарать иккен. Аслӑ шкулсен ертӳҫисен, саккунпа, ҫав ҫула ҫитсен ӗҫе пӑрахмалла. Ҫапах та чылай правилӑра та «анчах» текен самант та пур та, кунта та ҫавӑн пекех — уйрӑмах хисеплӗ ректорсем 70 ҫула ҫитичченех хӑйсен вырӑнӗнче тар тӑкма пултараҫҫӗ.

Ректор ӗҫе мӗн шутпа пӑрахас тени пирки халӗ хӑшӗсем хытах пуҫ ватаҫҫӗ иккен. Асӑннӑ аслӑ шкулпа ҫыхӑннӑ коррупцилле хӑш-пӗр фактсем пирки Раҫҫейӗн Аслӑ шкул министерстви хистемен мар-ши тесе пӑшӑлтатакансем те пур-мӗн.

Ректор вырӑнне йышӑнма пултаракан кандидатурӑсем пирки те пуҫ ватакансем пур-мӗн. Вӗсен шучӗпе ҫак должноҫе ЧПУн вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен проректорӗ Андрей Александров е тата республикӑн вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов йышӑнма пултарать-мӗн.

 

Страницӑсем: 1 ... 123, 124, 125, 126, 127, 128, 129, 130, 131, 132, [133]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне тухӑҫлӑ иртӗ. Карьерӑна тата укҫа-тенкӗ пырса тивекен ыйтусене татса пама тивӗ. Тен, паллашусем е интереслӗ тӗлпулусем пулӗҫ, вӗсем пуласлӑха витӗм кӳрӗҫ. Ӗҫпе канӑва шайлаштарӑр, сывлӑха тимлӗх уйӑрӑр. Финанс лару-тӑрӑвӗ йӗркеллех — тен, хушма тупӑш пулӗ.

Пуш, 17

1926
100
Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1934
92
Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ.
1934
92
Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
2001
25
Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй